Чӑваш чӗлхи кунне халаласа

Чӑваш чӗлхи кунне халаласа



Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи кунӗ тата паллӑ вӗрентекенӗмӗрӗн, Иван Яковлевич Яковлевӑн, ҫуралнӑ кунӗ. Ҫак куна халаласа Чурачӑкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттерчӗҫ. Ҫав шутрах ӗнтӗ вӑл "Чӑваш тӗррин асамлӑ тӗнчи" фото выставка тата " И.Я.Яковлев калавӗсен тӗнчинче" ӳкерчӗксен выстӑвки. Ачасем аслӑ вӗрентӳҫӗн юмахӗсемпе калавӗсене вуласа тӗрлӗ ӳкерчӗксем турӗҫ. Кашни ачан хӑйне евӗрлӗ илемлӗ ӗҫсем пулчӗҫ. Ачасене И.Я.Яковлевӑн юмахӗсемпе калавӗсене татах та вулама хавхалантарчӗҫ.